Роди (Rh)
Атом номерĕ45
Ансат япалалăхăн курăмĕÇутă кĕмĕл
тĕслĕ хытă металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
102.9055 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ134 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
719.5(7.46) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Kr] 4d8 5s1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус125 пм
Ион радиусĕ(+3e)68 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
2.28
Электрод потенциалĕ0
Оксидлав капашĕсем5, 4, 3, 2, 1, 0
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх12.41 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш0.244[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх150 Вт/(м·K)
Шăрану температури2239 K
Шăраннин пайлавла ăшши21.8 кДж/моль
Вĕрев температури4000 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ494 кДж/моль
Моль калăпăшĕ8.3 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕкубічна
гранецентрована
Решетке периочĕ3.800 Å
c/a танлашăнниn/a
Дебай температуриn/a K
Rh45
102.9055
[Kr] 4d8 5s1
Роди

Роди —Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ, 45, символĕ Rh(лат. Rhodium), платина ушкăнне кĕрекен хытă кĕмĕл тĕслĕ металл. CAS регистрации номĕрĕ: 7440-16-6.

Истори тӳрлет

1803-мĕш çулта Англири Волластон Уильям Гайд тупнă.

Ячĕ пулни тӳрлет

Ячĕ ав.гр. ῥόδονроза сăмахпа çыхăннă. Роди (III) çыхăнăвĕсем нумайрах чухне тĕтĕтм -хĕрлĕ тĕслĕ.

Çутçанталăкра сарăлни тӳрлет

Роди платина рудисенче, Кăнтăр Америкăри хăшпĕр ылтăн хăйăрĕсенче пур. Родин 43 % таран мекискари ылтăнра вырнаçнă. Осмиллĕ иридинче 3,3 % таран, пăхăр-никĕль рудисенче тĕл пулать. Осмиллĕ иридинче сайра тĕл пулакан тĕсĕ- родиллĕ невьянскит - чи нумай родиллĕ минерал.

Роди изотопĕсем тӳрлет

Тĕп статья: Роди изотопĕсем

Çутçантăлăкри роди пĕр изотопран (103Rh) тăрать.

Чи нумай пурăнакан изотопĕсем

ИзотопÇурма аркану тапхăрĕ
101Rh3,3 çул
102Rh207 кун
102mRh2,9 çул
99Rh16,1 кун

Усă курни тӳрлет

Родипе витнĕ шурă ылтăнран тунă çĕрĕ
Роди пралукĕпе пластина
  • Катализатор вырăнне автомобильсенче, азот йӳçĕкĕ тунă чухне усă кураççĕ.
  • Вăйлă çутă юхăмĕпе ĕçлекен тĕкĕрсемтума.
  • Роди-платина шăранчăкĕнчен лаборатори валли тигельсем тăваççĕ.
  • Платина-роди тата роди-ириди (2200 °C таран) термопарисем пысăк температура виçме юрăхлă.
  • Электричество контакчĕсем тăваççĕ.
  • Ювелирсем хăйсен таварĕсене электрлизпа родипе витеççĕ. Çакă вĕсен çирĕплĕхне ӳстерет, чăрмалантармасть тата вăйлрах йăлтăрлатарать.

Хакĕсем тӳрлет

2006-мĕш çулта роди хакĕ 1 трой унцишĕн 3500 долл. çитнĕ [2].2008-мĕш çулхи кăрлачра роди хакĕ 7000 доллара çитнĕ. 10100 доллара çитнĕ хыççăн хакĕ питĕ вăйлă чакса кайнă (автомобиль промăçлăхĕнче кризис пулнă май) - 900 доллар таран 2008-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн вĕçĕнче. 2009-мĕш çулхи чӳкăн 19-мĕшĕнче хакĕ 600 доллара çитнĕ.Роди питĕ кирлĕ пулнипе, тата çутçанталăкра питĕ сахал пулнăран ăна атом реакторĕсен каяшĕсенчен кăларас тесе шутлаççĕ. Унта вăл тоннинче 130-180 грамм таран пухăнать.

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Советская энциклопедия. — Т. 4. — 20 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. ^ http://www.kitco.com/charts/rhodium.html 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.