Википеди:Йĕркесемпе кăтартусем
Çак страница чăваш Википедин йĕркесемпе ертӳлĕхсен пайĕ шутланать. Кунта çырса хунине мĕнпур хутшăнакан пурнăçлама тивĕç. Тӳрлетес умĕн улăштарнисем консенсуса татăçуллă пулнине пăхса ĕненĕр. Эхер те иккĕленетĕр пулсан, канашлура е сӳтсе явмалли страницăра çак ыйтăва пăхса тухăр. |
Шаблон:ЕртӳлĕхсемЧăваш Википедин тĕллевĕ — тулли те тĕп-тĕрĕс, ирĕклĕ чăвашла энциклопеди тăвасси.
Кунта çак тĕллеве çитмелли Википедире йышăннă йĕркесене кăтартнă. Хушма йĕркесемпе кăтартусене Википеди:Йĕркесемпе ертӳлĕхсенче тупма пулать.
Никĕсри принципсем тӳрлет
- Статьясене энциклопедиллӗ стильпе ҫырмалла. Уйрӑм ҫын хаклавӗ, тӗпчев пулмалла мар. Пӗр-пӗр илемлӗ хайлав стилӗпе те ҫырмалла мар.
- Нейтральлӗх. Статьясенче вӑл е ку хаклав пулмалла мар. Пӗтӗм текста нейтральлӗ стильпе, фактсене асӑнса кӑна, ҫырмалла.
- Автор прависене пӑсмасӑр. Статьяна хатӗрленӗ май автор прависене пӑсмасӑр ҫырмалла. Ҫавна май пӗр-пӗр ҫӑлкуҫри текста илнӗ май ӑна мӗнле лицензипе сарнине пӑхмалла.
- Хальхи орфографипе ҫырмалла. Википеди паянхи кунра ҫырӑнать, аталанать. Ҫавна май официаллӑ йышӑннӑ орфографипе усӑ курмалла.
- Статьясене каҫӑсемпе ҫыхӑнтармалла.
- Фактсемпе ҫирӗплетмелле. Вӑл е ку информацие ӑҫтан илнине кӑтартма тӑрӑшмалла.
- Терминсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн усӑ курмалла. Википеди — вӑл е ку терминпа усӑ курнине тӗрӗслемелли вырӑн мар.
- Компромислӑх. Тавлашусем сиксе тухсан пӗр-пӗрин шухӑшне итлесе, ыттисен шухӑшне ӑнланса илсе компромис тупма тӑрӑшмалла. Ун хыҫҫӑн кӑна малалла ӗҫе пуҫӑнмалла.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр тӳрлет
Асăрхавсем тӳрлет
🔥 Top keywords: Тĕп страницаМари-Агнес Штрак-ЦиммерманВикипеди:Википеди çинченИккĕмĕш Тĕнче вăрçиИншааллахЯтарлă:Свежие правкиПельш Валдис ЭйженовичДрозд Максим ГеоргиевичВикипеди:ПорталВикипедиЧăваш чĕлхиВикипеди:ТупмаллиПулăшу:ТупмаллиКузнецова Екатерина ОлеговнаВикипеди:Википеди ăшлăхĕЯтарлă:ПоискСухумВикиВикипеди:ХыпарсемВикипеди:КанашлуC++Википедин чĕлхе уйрăмĕсемТопинамбурКатегори:Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсемJava (компьютер чĕлхи)Чăваш ВикипедийĕОпераци системиУэйлс Джимми ДоналGoogle (компани)HTMLШоркина Ирина ЛеонидовнаСемантикаКинотăвăмMункунЧăваш ТетелĕКатегори:Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясемХорватиMediaWikiСӳтсе явасси:Тĕп страница